Ачасем юрлаҫҫӗ

Ялгир Петр Алексеевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

ТĂВАН ЕН ЮРРИСЕМ

Чи юратни

Аслă тăван

Чăваш çĕршывĕ

Шупашкар

Чăвашлăх йăл илет

Чăвашсем, чăмăртанар

Пирĕн ял

Ĕмĕр-ĕмĕр мухтар

Пограничник

Яланах хĕвел пултăр

Çĕршыв салтакĕ

 

ШКУЛ КĔВВИСЕМ

Пĕлӳ керменĕ

Учитель

Илемлĕ шăнкăрав

Ачаран хатĕрленер

Лицеистсен юрри

Çутă ĕмĕтсем

Утмаçул

Павăл, эпĕ, Микула

Ак мĕнле ĕçсем

Спортсмен пулар-и?

Ирхи зарядка

Анне

Космос чĕнет

Ĕçченсем

Эх-ха!

Анне, сыв пул

 

ШӲТЛИСЕМ

Ан хумхан, çăкалăх

Такмаксем

Ши вара

Ах, пĕлесчĕ

Путĕш Павăл

Автан, авăт хытăрах

Такмак-сутмак

Шутсăр интереслĕ

Пултарать те култарать

Музыкантсем

Тĕллев

Качака

Наян Раман

Ай-ай-ай

Тĕлĕнтермĕш

Ăслă куян

Тӳнтермĕшсем

 

Хаваслă кĕвĕçĕ

Оркестр

Шăпчăкпа шапа тата Сашук

Шултрарах çăмарташăн

Наянлăх

 

ÇĔН ÇУЛ ÇЕММИСЕМ

Килчĕ çĕн çул

Юр пике юрри

Хĕл мучи юрри

Ташă

Хаваслă хĕр ача

Савăнăçлăн чыслатпăр

Чун туртать

Профессор пулакан

Эпир юлатпăр çĕр çинчех

Уяв чăрăшĕ

Кĕпер

Мĕн вăл Çĕнĕ çул?

 

ИЛЕМ ЧĔВ-ЧĔВВИСЕМ

Хĕлле

Йĕлтĕрпе

Çуркунне

Эпир Юлатпăр

Уçланкăра

Вăйăра

Чăваш илемĕ

Аван

Чечексем

Пирĕн анкарти

Çумăр

Пахчара

Лагерьте

Кĕркунне

Кăмпара

Хумсем

Пурнăç

Сукмак

 

ХАЛĂХ КĔВĔЛЕНИСЕМ

Линкка-линкка

Пĕчĕк çеç путене

Авăтать куккук

Атьăр вăрмана

Çĕмĕрт çеçки çурăлсан

Йĕс таканлă

Хурăн çулçи

Улма лайăх-и?

Чăн тӳпере çич çăлтăр

Арман

Сарă ыраш

Тĕслĕх – ват çын

Чăн çул пĕрре

 

Автор çинчен

 

Аслă тăван

 

Пин-пин çул телей шыранă,

Асапланнă тек чăваш.

Вырăссем ăна каланă:

«Пирĕнпе ут эс, юлташ».

 

Вырăс халăхĕ – аслă тăван,

Алă пачĕ савса чăваша.

Вăл ырлăх сĕнет

пурне те пĕр тан,

Кам-ха утмĕ унпа юнашар?

 

Пĕр  пулса  эпир   çĕкленĕ

Çут малашлăх ялавне.

Ырă ĕмĕт пĕрлештернĕ

Арканми пĕр çемьене.

 

Чăваш çĕрĕ халь сад евĕр

Капăрланчĕ Шупашкар,

Кун-çула илемлететпĕр

Туссемпе  татах хастар.

 

Чăваш  çĕршывĕ

 

Тăван  Чăваш  çĕршывĕ

Ытарайми   хитре.

Ун илемне кĕртет,  ав,

Элкеш пики тĕрре.

 

Тăван Чăваш çĕршывĕ

Калама çук пуян.

Ун ылтăнне пухатпăр

Пӳлмесене уйран.

 

Тăван  Чăваш  çĕршывĕ

Куç виçейми капмар,

Куллен çунат сараççĕ

Канаш е Шупашкар.

 

Тăван Чăваш çĕршывĕ

Çав териех маттур.

Атăл çинче ГЭС çутрĕ,

Ун Улăп – трактор пур.

 

Тăван  Чăваш  çĕршывĕ

Тĕлĕнмелле  ăста.

Реле,  сервант,   пир-авăр...

Каять Бухарестах.

 

Тăван Чăваш çĕршывĕ

Çĕнтерейми патвар.

Чапай  та Николаев:

«Пул, теç, тата хастар!»

 

Шупашкар

 

Пилĕк ĕмĕр  ытла

Шупашкар  сас  пани,

Кăмăлтан чăвашла

Юрлама пуçлани.

 

Пулнă ун мĕнпур чап -

Пушăт та  мунчала,

Пусмăр-хурлăх  курса

Нушаланнă хула.

 

Уç çилпе пур енне

Кĕç саланнă тĕтре.

Вырăс панă алне.

Кĕртнĕ çĕн ĕмĕре.

 

Пирĕн чап халь çӳрет,

Чикĕ урлă каçса.

Шупашкар çитерет

Парнесем космоса.

 

Чĕнчĕ Атăл хули

Хăй  патне  тинĕсе.

Çамрăк-кĕрĕм валли

ВУЗ  та пур  темиçе.

 

Таврара çĕнĕ ир

Çуталса пуçланать,

Ватăлатпăр эпир

Ват хула яшланать.

 

Шупашкар, Шупашкар –

Çут малашлă хула.

Пул татах та капмар,

Ӳс пĕрмай Улăпла.

 

Чăвашлăх йăл илет

 

Авалхи ятшывсем илĕртеççĕ.

Ялсене юрататпăр чунтан,

Чĕререн сăвă-юрă çĕклеççĕ

Арапуç, Ирчемес е Турхан...

 

Хуласем кунсерен чапланаççĕ,

Тăрăшать уншăн вирлĕ чăваш.

Эпирех ĕçченне палăртаççĕ

Шупашкар, Куславкка е Канаш...

 

Пур çĕрте – илĕртӳллĕ ӳкерчĕк,

Чутайран вăл çитет Кавала,

Савăнма уншăн пурте пикенчĕç:

Атăл, Сăр, Шетмĕ, Энĕш, Пăла...

 

Йăл илет кунсерен халь чăвашлăх

Саламлать  çакна ешĕл  йăмра.

Юр-юрлаççĕ, сараççĕ хаваслăх

Шăпăр, тункăр,  кĕсле те тăмра.