АЧАЛĂХА ТАВРĂННИ
Воробьева Раиса Васильевна
Пит асамлăн, авă кур:
Пĕлĕтрен шап-шурă юр
Çĕр çине вĕççе ӳкет,
Тыткăна мана илет.
Юр çунине сăнаса
Тек çӳретĕп савăнса.
Тăп тăратăп чарăнса,
Тарăн шухăша путса:
Урок хыççăн ăмăртса
Йĕлтĕрпе ярăннисем,
Сумкăсем çине ларса
Пуйăсла вылянисем,
Хĕл Мучи чĕпĕтнисем,
Пит-куçа кăшт шуратса
Сивĕ тăм илтернисем…
Пурте килчĕç халь аса.
Эх, лекетчĕ аннерен
Нӳрĕ тумтирпе килсен!
Тепĕр кун йăлтах манса
Вăй вылянă юр ашса.
Ах, ачалăх…Савăнмалăх
Асра эсĕ яланах.
Çулсем иртчĕр. Йăпанмалăх
Юмахлатăп эп санпах.
Пĕлĕтрен шап-шурă юр
Çĕр çине вĕççе ӳкет,
Тыткăна мана илет.
Юр çунине сăнаса
Тек çӳретĕп савăнса.
Тăп тăратăп чарăнса,
Тарăн шухăша путса:
Урок хыççăн ăмăртса
Йĕлтĕрпе ярăннисем,
Сумкăсем çине ларса
Пуйăсла вылянисем,
Хĕл Мучи чĕпĕтнисем,
Пит-куçа кăшт шуратса
Сивĕ тăм илтернисем…
Пурте килчĕç халь аса.
Эх, лекетчĕ аннерен
Нӳрĕ тумтирпе килсен!
Тепĕр кун йăлтах манса
Вăй вылянă юр ашса.
Ах, ачалăх…Савăнмалăх
Асра эсĕ яланах.
Çулсем иртчĕр. Йăпанмалăх
Юмахлатăп эп санпах.

