Ачалӑх кунӗсем

Уйп Михаил Данилович

    

АННЕПЕ КУКАМАЙ

Анне пир тĕртсе ларать. Аллинче якалса, çуталса кайнă ăса вылять унăн. Урисене ылмаштарса ура пускăчисем çине пуснă май кĕрĕсем шăлт-шалт! шăлт-шалт! туса хăпара-хăпара анаççĕ. Вăр-вар куçкалакан аллисемпе вăл йĕркипе карăнса тăракан çип пĕрчисем хушшинчен ăсана пĕр еннелле ярса кăларать те хĕççе хăй çинелле туртса илет. Тепĕр еннелле ярать те каллех хĕçе туртать. Ун умĕнче карăнса туртăнан пир анĕ, пĕрер çип пĕрчин хушăнса, тĕртĕнсе пырать. Пирĕн валли кĕпелĕх, йĕмлĕх пулать.

Хăй ăшталанса ĕçлесе ларнă хушăрах анне эпир мĕн хăтланнисене те асăрхама ĕлкĕрет:

Урине, ирех ан юрла! – астутарса илет Уринене. – Ир юрлакан каçхине макăрать, теççĕ.

Ах, анне сăмахĕ! Чĕренех кĕрсе вырнаçать-çке вăл, ĕмĕрлĕхе асра тăрса юлать. Паян кун та эпĕ ирхине кирек кам юрланине илтсен анне сăмахĕсене аса илетĕп. Ирех юрлакан çын каçхине чăнах та макăрассăн туйăнать мана. Е тата анне:

Уруна сулласа ан лар, Мишша! – тесе асăрхаттарнине илтетĕн. – Ларнă чухне урана сулламаççĕ. Амăшĕ вилет, теççĕ...

Эпĕ çав самантрах урана суллама чарăнатăп. Анне те вĕлерес килмест манăн.

Пирĕн анне тĕлĕнмелле лайăх хĕрарăм. Пур ача та хăйĕн амăшĕ пирки çакăн пек шутлать-тăр. Ун пек хаклă, ун пек юратнă çын тĕнчипе те урăх çук. Ырă кăмăллă вăл, ырă чунлă. Хĕвел çинче ытларах пулнă çыннăнни пек сăнĕ тĕксĕм сарарах унăн, хăйне евĕрлĕ чипер. Сăмси вĕçĕ кăштах каçăрăлса тăрать. Тарăн хура куçĕсем çын çине ăшшăн та йăвашшăн пăхаççĕ. Хура йăлтăркка çӳçне вăл, тӳп-тӳрĕ çӳç çулĕ туса, ик еннелле тураса уçать те, пĕр тачка вăрăм çивĕт явса, çурăм хыçнелле ярать. Пуçне шурă тутăр çыхать. Шурă кĕпепе, саппунпа çӳрет. Çипуç тĕлĕшпе ытлашши мухтанмалли нимех те çук унăн, анчах мĕн пурри пурте анне çийĕнче вăхăтлă, тирпейлĕ, таса. Пире те вăл çипуçран тирпейлĕ пулма вĕрентет.

Анне чухăн кнлйышра ӳснĕ. Аслашшĕ чухăнах пулман унăн. Хăй вăхăтĕнче стрелокра тăнă, хысна вăрманне хуралланă. Çĕрсем те тара илсе аккаланă пулать. Аннен асламăшĕ çинчен вара эпир нимĕн те илтмен, пĕлместпĕр.

Кукаçие, аннен ашшĕне, килйышра темшĕн юратман. Çитăрпа аслашшĕ пĕр шутлă пулса, ăна килтен хăваласа кăларса янă. Çакăн хыççăн кукаçи хăй валли пĕр пĕчĕкçеç пӳрт лартнă та кукамайпа унта пурăнма.куçнă. Часах вăл вилнĕ. Кукамайсен пĕчĕк пӳртне эпĕ лайăх астăватăп, унта сахал мар кайса çӳренĕ.

Анне çав пӳртре, чухăнлăхра, килти тиркешӳ-харкашăва курса, тӳссе пурăннă.

Укçаран питĕ хĕсĕк пурăннипе аннӳ чипер хĕр пулнă вăхăтра пĕрре те пулин сăн ӳкерттерсĕ юлман, – каласа парать атте.

Анне вунтăватă çула çитсен, кукамай ăна Хусана ĕçлеме леçсе янă. Унта Иккассинчен, Вачалкассинчен, Кӳкеçрен пынă ытти чăваш хĕрĕсем те пулнă. Вĕсем прачечнăй тытакан пĕр нимĕç хуçа патĕнче тăватă çул хушши кĕпе çуса пурăннă.

Майра кĕписене çума çăмăл мар, – тет анне. – Майрасем питĕ çӳхе çипуç тăхăнса çӳреççĕ. Пурçăнĕсем, шăтăклисем ытла та ачаш. Тем тĕрлĕ хутламсем, хуçланчăксем, пĕрмечесем туса тултарнă. Çавсене çума пĕлмелле. Пĕлсе ухас пулать, чӳхес пулать, питĕ таса тăвас пулать. Якатма та пĕлмелле тата. Таса çăваймасан е утюгпа якатнă чухне çунтарсан-тусан — пĕтрĕ пуç! Сана пĕр кун та ĕçре тытмаççе. Пăснă çипуç хакне тӳлеттереççĕ-ха çитменни çине. Çавăнпа та ĕçе эпĕ чунтанах тăрăшса, тирпейлĕ тăваттăмччĕ. Хуçа та мана яланах мухтатчĕ.

Анне Хусанти пурнăç çинчен, нимĕç хуçа çинчен каласа пама юратать. Питĕ таса пурăнаççĕ иккен нимĕçсем. Чăваш хĕрĕсене те таса пулма хушаççĕ, тирпейлĕхе вĕрентеççĕ. Анчах укçине çав тери сахал тӳлеççĕ. Хырăм тăрантарма кăна çитет. Нимĕçĕ калама çук хытă этем-мĕн. Çавăн патĕнче ĕçлесе пурăннă хушăра анне хăшпĕр сăмахсене нимĕçле калама та вĕренкеленĕ. Вырăсла калаçма вара вăл самаях лайăх вĕренсе çитнĕ пулнă.

Анне юрлама питĕ юратать. Нумай юрă пĕлет. Килте кĕпе çĕлесе е тĕрĕ туса ларнă чухне, хăй те сисмесĕрех пулмалла, кĕçех юрласа ярать. Хăнана-мĕн кайсан, çынсем ун юррисене итлесе савăнаççĕ. Киле таврăнсан та вăл çаплах юрлать:

 

Чĕресси, чĕресси, чĕресси, чĕресси

Хăмла çырли,

Чĕресси, чĕресси, чĕресси, чĕресси

Хăмла çырли,

Хăмла çырли, хăмла çырли пулас марччĕ,

Çын шăл айне, çын шăл айне кĕрес марччĕ...

 

Вырăсла юрăсене эпир ăна аптратсах юрлаттаратпăр. Анне вара çинçе сассине илемлĕн янăратса юрласа ярать:

 

Сама садик я садила,

Сама буду поливать;

Сама милого любила,

Сама буду забывать...

 

Сăмахĕсене ăнланмастпăр эпир, анчах юрри илемлине туятпăр. Киленсе итлетпĕр. Тепĕр чухне аттепе иккĕшĕ вĕсем «Хаз-Булат удалой» юрра е «Шумел, горел пожар московский» юрра юрлама тытăнаççĕ. Аттен сасси хулăннăн, янăравлăн тухать. Анне ун хыççăн çинçен янкăштарать. Вĕсем çапла вырăсла юрлама пĕлнишĕн эпир тем пекех савăнатпăр. Хула пурнăçне курнăскер, пирĕн анне ялти ытти хĕрарăмсем хушшинче палăрмаллах уйрăлса тăрать. Тасалăха, тирпейлĕхе юратать вăл. Апат-çимĕçе хăй евĕрлĕ тутлă пĕçерме пĕлет. Кĕпе-йĕме таса çăвать. Анне çапла пултаруллă пулнинчен çынсем тĕлĕнеççĕ. Апла пулсан, пирĕн унпа епле мухтанас мар-ха? Епле вăл хăшĕ-пĕрисем кил-çурта, пӳрт ăшчиккине таса мар тытнине, çипуçран тирпейсĕр çӳренине тиркет. Çынсем, хĕрарăмсем ĕнтĕ, апата тутлă пĕçерме пĕлмен-ни пирки те тиркесе калаçать.

Хусанта чухне анне лайăх ĕçленине нимĕç хуçа кайран та манман. Чулхула ярмăрккисем вăхăтĕнче вăл ярмăрккăра çулленех прачечнăй уçнă. Пĕр хут кăна мар унта аннене ялтан чĕне-чĕне илнĕ. Анне вара Чулхулана кайса ĕçленĕ.

Ачасене пăхма аннене кукамай пулăшать. Вăл Платкаран килсех тăрать. Питĕ юратать пире. Килнĕ чухне пурин валли те мĕн те пулин тутли илсе килет.

Ватă кукамай табак тусанĕ шăршлама юратать. Шупăр кĕсйинчен çуталса кайнă ĕне мăйраки туртса кăларать. Шĕвĕр вĕçлĕ мăйракара табак тусанĕ тытать вăл. Пăккине уçса çав тусана типсе пĕркеленнĕ ывăç тупанĕ çине кăштах юхтарса кăларать те ăна, пӳрне вĕçĕпе чĕпĕтсе илсе, сăмса витĕр туртать. Пĕр-икĕ хутчен хыттăн апчхулатса илет. Унтан пĕркеленчĕк пичĕ-куçĕ, йăл кулса, çуталса каять:

Ах, чун уçăлсах кайрĕ-çке! – тесе ярать вара кукамай, ăшне кантарса. – Кил-ха кунтарах, Мишша, – чĕнет мана. – Кукамун табакне шăршласа пăх-ха.

Кула-кулах мана табак тусанĕ шăршлаттарать. Эпĕ çавăнтах чыхăнса каятăп. Куççуль тухиччен апчхулататăп. Вăл лехлетсе кулса кăна ларать.

Кукамай пире тĕтĕрме питĕ юратать. Хăшĕн те пулин пуçĕ ыратнă тĕле пулать-и вăл, варĕ ыратни çинчен пĕлет-и е урăх амак çакланнине курать – унăн яланах пĕр сăмах:

Куç ӳкнĕ санăн ачуна, Алтатти. Хаяр куç ӳкнĕ. Тĕтĕрсе ярас пулать. Вăштах иртсе каять.

Кĕçех хайхиçкер кăмакаран кĕл-кăвар кăлармалли шăвăç савука тытать. Ун çине амаланса тăракан кăвар, йывăç кăмпи татăкĕсем хурать. Çӳп шăтăкĕнчен çӳп-çап илет, таса мар шăпăр тăррине татать, темĕн те пĕр хурса тултарать. Савук çинчи пĕтĕм йăх-ях йăсăрланса çунма тытăнать те, калама çук усал шăршлă тĕтĕм мăкăрланса тухать. Кунпа пĕрлех кукамай куркапа шыв ăсать. Çав шывпа алăк хăлăпне, кантăк куçне чӳхесе илет тата темскер тăвать, унтан пĕр аллине урай шăпри, уçса хунă хачă тытать. Чирлĕ ачана савукран йăсăрланса тухакан шăршлă тĕтĕм çине тăратать. Лешĕ чыхăна-чыхăна каять. Çавах тӳсес пулать. Кукамай кур-кари хайхи таса мар шыва сыпса илет те сана шăпăр витĕр, хачă витĕр питрен пĕрĕхсе тĕтĕрме пуçлать:

Атăл леш енчен, çичĕ тинĕс леш енчен çак ачана тĕтĕрме усал карчăк килнĕ. Вĕрет, сурать, тĕтĕрет вăл, пур усал-тĕселе хăвалать, чир-чĕртен, усал амакран хăтарать, хаяр куç ӳкнине сирет. Çак ача çине хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, хура куç, çырă куç, хăнчăр куç, хĕрарăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ялйыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç ӳкнĕ пулсан, шăм варрипе, сăс варрипе тухса кайтăр, тухса кайтăр! Тьфу! Тьфу! Тьфу! – аяккалла виçĕ хутчен сурать кукамай, унтан каллех темле-темле сăмахсем те каласа мăкăртатма тытăнать.

Акă, тинех тĕтĕрсе пĕтерчĕ. Савук çинчи йăсăрланчăк йăх-яха лаххана тăкрĕ. Лешĕ чăшăлтатса сӳнет. Эй, асаплă та иккен хăвна тĕтĕрттересси! Кукамай мана та, ыттисене те пĕрре кăна мар тĕтĕм сывлаттарса сипленĕ çапла, пĕрре кăна мар терт кăтартнă...

Тĕтĕрсе пĕтернĕ хыççăн анне пырса пуçран шăлать:

Халĕ ĕнтĕ ирĕксĕрленни вăштах иртсе каять, – тесе лăплантарать. – Тĕтĕрнĕшĕн нимĕн те пулмасть. Ахалех турткаланатăн.

Пире те ача чух çаплах тĕтĕрнĕ, – мăкăртатать кукамай, мала пĕксерех çыхнă кăвак тутăрне тӳрлетсе. – Ача-пăча тенине часах куç ӳкет.

 

ЧИПЕР ХĔРАЧА

 

Килте йыш пуçтарăнсан, кирек хăçан та пирĕн кил-çуртра мĕн-мĕн тумалли пирки сăмах тапранать, ялти хыпарсене сӳтсе яваççĕ. Çакăн пек калаçура пĕрре Натюк çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ:

Ртиван Çтаппанĕсем усрав хĕр илсе килнĕ, теççĕ.

Ăçтан-ши? – ыйтрĕ анне.

Пĕлместĕп, тахăш ялтан.

Вĕсен ачи çук çав. Çавăнпа илсе килнĕ ĕнтĕ. Ачасăр пурнăç пурнăç марах. Çтаппан арăмĕ питĕ кулянатчĕ. Ватлăх кунра хамăра пăхаканĕ те никам пулмĕ тетчĕ. Усрав хĕр тупнă, эппин.

Хĕрачи тăлăхскер, тет, – хушса хучĕ Натюк. Темиçе кунтан çак хĕрачана эпĕ туйра куртăм. Çӳлти урамра Хлихвунсен Çтаппанĕ авланать. Килкарти тулли шап-шурă халăх хĕвĕшет. Кĕр-кĕрлесе туй сикет. Ача-лăча та унтах туй курса тăрать. Ачасем хушшинче пĕр пĕчĕкçеç палламан хĕрача курăнса кайрĕ. Хăй çич-сакăр çулсене çитнĕ пулмалла.

Ртиван Çтаппанĕсен усрав хĕрачи, – пăшăлтатса ун çинелле кăтартаççĕ манăн юлташсем. – Таня ятлă.

Пĕчĕк Таня тĕрленĕ çухаллă шурă кĕпепе. Умне вĕтĕ-вĕтĕ хура тĕрленчĕклĕ шупка кăвак саппун çакнă. Тĕрленчĕкĕсем çĕнĕ уйăх касăкĕ евĕрлĕ. Пуçĕнче шурă тутăр. Урине пĕчĕк çăпата сырнă. Кăшт шуранкарах сăнĕ-пичĕ çав тери таса, чипер. Çӳçĕ сарă, кăн-кăвак куçĕсем çын çине ыррăн пăхаççĕ. Сăмси тăрри пăртак каçăрăлса тăрать. Йĕрĕлче пек пĕчĕк хĕрлĕ тутине чăпăрт тытнă. Хăй çине çынсем тăтăшах пăха-пăха илнине туймасăр, вăл тимлесех туй курать. Туй ачисем, туй арăмĕсем кулăшла каласа юрланисене илтсен, çĕр çĕмĕрсех тапăртатса ташланине курсан, ачаш питне-куçне çуталтарса йăл кулса илет. Унăн кулли те темле урăхла, уйрăмах илемлĕн тухать...

Çак хĕрачана куртăм та эпĕ вăл çапла чиперринчен тĕлĕнсе кайрăм. Халиччен ун пек чипере курманччĕ. Курнă пулĕ те, асăрхаман, асăрхама пĕлмен. Халь акă – манăн чĕрере темле чунах пырса тивен ăшă туйăм хускалчĕ. Ырă-ырă туйăм, илемлĕх туйăмĕ. Илем чуна илĕртет иккен. Ун çине пăхмасăр тăма çук. Пăхсан та пăхса тăранаймастăн. Ытараймастăн ăна.

Эпĕ пĕчĕк Таня çумнерех пырса тăтăм. Ун çинчен куçа илейместĕп. Вĕçĕмсĕрех пăхса тăратăп. Вăл кăшт хускалнине те сăнатăп. Хăй мана асăрхамасть. Умра туй. Туй мыскарисем. Вĕсем хĕрачана пĕтĕмпех илĕртсе илнĕ. Эпĕ анчах туй çинчен те, мĕнпурри çинчен те манса кайнă. Çак ăнсăртран хам ума тухса тăнă тĕлĕнмелле илемлĕх тыткăнне килсе лекнĕ. Сывлама хăяймасăр, никамран вăрттăн Таня çине пăхатăп. Манăн çак асамлă вăрттăнлăха çын-мĕн курас пулсан е Таня хăй асăрхаса илес пулсан – эпĕ çĕр тĕпнех анса кайнă пулăттăм.'

Чипер хĕрачана курнă хыççăн ытти хĕрачасем çине урăхла куçпа, танлаштаракан куçпа пăхма пуçларăм. Танлаштаратăп та, пĕри те ун пек мар. Таня маншăн пуринчен те чипертерех. Вăл мана килĕшет. Çавăнпа та эпĕ унран питĕ вăтанатăп. Унччен хĕрачасенчен вăтанасси асра та пулманччĕ. Çӳçрен те сахал мар тăпăлтарнă вĕсене, пуç çине тусан та ывăçласа яркаланă, такăнтарса ӳкернисем те пулкаланă. Анчах. Таньăна нихçан та ун пек кӳрентерессĕм çук. Кӳрентерме мар, унпа калаçма та хăяймастăп. Час-часах ача-пăча ушкăнĕнче, вăйăра тĕл пулатăп. Хăш чухне сăмах чĕнме те тӳрĕ килет. Çапах та вăтанса çеç сăмах хушатăп. Вăл тап-таса кăвак куçĕсемпе ман çине чăр! пăхсан, тӳрех хĕрелсе каятăп. Вăл пурри чун-чĕрене пăлхатать, вăйăра ал-урана çыхлантарать. Юрать-ха, çакăн çинчен никам та пĕлмест.

Çанталăк кĕр еннелле сулăнсан, пĕр кунхине эпир килйышĕпех вăрмана кăмпа татма кайрăмăр. Пĕлĕтлĕрех пулин те, кунĕ ăшă, лайăх. Вăрманта уçăлса, канса çӳреме аван. Аттепе анне пысăк карçинккасем йăтнă, Натюк, Урине, эпĕ витресемпе пураксем илнĕ, Саккасри Кăтра çаран таврашĕнче çӳретпĕр. Кунта, чăтлăх ăвăслăхра, шĕшкĕ тĕмисем хушшинче, шап-шурă кăрăç, хĕрлĕрех сарă хыр кăмпи, хĕррисем тĕклемес юманай, хуçăлсан шурă, йӳçек сĕт кăлараканскер, ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, хурарах йăлтăркка тӳпеллĕ масла кăмпи темĕн чухлех. Куçа илĕртсе кăна лараççĕ. Вырăнĕ-вырăнĕпе вĕсем уйрăмах нумай тĕл пулаççĕ. Эпир савăнса кăмпа тататпăр, пĕр-пĕринпе ăмăртса витресене тултаратпăр.

Кун каçалана сулăннă. Киле таврăнма та вăхăт çитсе пырать. Эпĕ, йывăç тĕмисем хушшинче кăмпа шыраса çӳре-çӳре, аттепе аннерен те, Натюкпа Уринерен те аяккарах пăрăнса кайнă. Çакна хам та асăрхаман. Вĕсем патнелле таврăнас тенĕччĕ ĕнтĕ, çав вăхăт|ах пĕр шĕшкё тĕми айĕнче печĕк Таня пĕшкĕнсе кăмпа татнине курах кайрăм.

Эсĕ мĕн туса çӳретĕн кунта? – вăтана-вăтанах ыйтрăм çакăнтан.

Кăмпа тататăп.

Пĕчченех-и?

Пĕччен мар-çке. Аттепе, аннепе килнĕ. Вĕсем те, авă, инçе мар çӳреççĕ.

Эпир те килйышпах килнĕ, – пĕлтертĕм эпĕ. – Пирĕн карçинккасем те, витресем те тулнă ĕнте. Аттепе иксĕмĕр кĕпесене хывса хутаç турăмăр. Вĕсене те кĕçех тултаратпăр. Акă, манăн витре халех тулать.

Манăн тулаймасть-ха, – терĕ Таня.

Атя, эппин, пĕрле тултарар!

Таньăпа иксĕмĕр пĕрле кăмпа татма тытăнтăмăр. Малтан унăн витрине тултартăмăр, унтан – манăнне. Ах, лайăх-çке çак килĕшӳллĕ хĕрачапа шăкăл-шăкăл калаçса кăмка татса çӳреме! Çывăхра никам та çук. Пĕр çын та курмасть пире. Вăл манпа пĕрле пулма хирĕç мар иккен. Епле ырă!

Атте-аннерен инçе уйрăлса кайма юрамасть, – терĕ Таня кăштах çӳренĕ хыççăн. – Аташса кайăпăр тата.

Çак вăрманта-и? – хамăн хăюлăха кăтартасшăн пултăм эпĕ. – Кунта эпĕ куçа хупса çӳреме пултаратăп. Пур вырăна та пĕлетĕп!

Эпĕ пĕлейместĕп-ха...

Çапах та аттесене, аннесене чĕнсе кăшкăрса пăхрăмăр.

Анне! Аçта эсир? Анне! – çинçен янăрать Таньăн сасси. Вăрман çак сасса таçталла илсе каять те каялла илсе килет.

Анне! – кăшкăратăп эпĕ те.

Нихăш енчен те хирĕç сасă çук. Темиçе хут кăшкăрса пăхрăмăр çапла, хирĕç чĕннине илтеймерĕмĕр.

Мĕн тăвар-ха ĕнтĕ? – шикленнĕ пек пулчĕ Таня.

Хамăрах киле таврăнатпăр.

Çулне пĕлетĕн-и?

Эй, эп пĕлмен çул та çук кунта! – каллех мухтанса илтĕм хĕрача умĕнче.

Каяр, эппин.

Тулли витресене йăтрăмăр та хамăр тĕллĕнех киле таврăнтăмăр. Таня хăйсен килнелле утрĕ, эпĕ çырмари урамалла анса кайрăм. Ман хыççăнах пирĕннисем те киле таврăнчĕç. Тăваттăшĕ тăват çĕклем кăмпа çĕкленĕ. Мана курсан, тĕлĕнсех кайрĕç.

Эсĕ килте-çке? – ыйтать атте. – Хăш вăхăтра çитсе тăтăн?

Халь анчах таврăнтăм.

Вăрманта пиртен ăçта аташса юлтăн?

Аташса юлман-çке... – хĕп-хĕрлех хĕрелсе кайрăм эпĕ. Тем айăп тунă пек вăтантăм.

Шырарăмăр, шырарăмăр сана, кăшкăртăмăр, кăшкăртăмăр, ниçта та тупаймарăмăр. Вара, хырăмĕ выçса çитсен хăех таврăнĕ-ха, çухалсах каяс çук тесе пăрахрăмăр та утрăмăр. Эсĕ таврăннă та авă. Пĕчченех килтĕн-и?

Пĕччен мар... Таньăпа...

Мĕнле Таньăпа?

Çтаппан пиччесен усрав хĕрĕпе... Вăрманта тĕл пултăмăр...

Илтетĕн-и, амăшĕ? – кулса ячĕ атте. – Пирĕн Мишша халех вăрманта хĕрсемпе çӳреме пуçланă.

Чăнах-и? – тĕлĕнсе куçне-пуçне чаранçи турĕ анне. – Мишша, илтрĕн-и, аçу мĕн калать?

Эпĕ хĕрелсе тăратăп. Шăпăрт та шарламастăп.

Ма чĕнместĕн тата? – кула-кулах тĕпчет манна атте. – Авланма шутламастăн пулĕ те?

Эпĕ татах чĕнместĕп. Атте манран кулмаллипех кулать:

Амăшĕ, куратăн-и, Мишша авланма шухăшлать. Чăнах та, авлантарса ярас мар-и çавна? Вара пирĕн килте пĕчĕк кин пулать.

Анне те атте майлах çаптарать:

Авланасах тет пулсан, мĕн тăвăн, авлантармах тивет пулĕ, хĕрачи лайăхскер. Пукане пекех чипер. Юратмалла. Ан тив, пĕчĕк кин пултăр.

Ну, мĕнле, Мишша? – шахвăртса ыйтать атте. – Аннӳ те хирĕç мар авă. Авланатăн-и?

Те авланас?..

Çак айван сăмахăм çăвартан епле тухса кайнине хам та сиссе юлаймарăм. Кун пек сăмаха манран ниепле те кĕтме пултарайман, ытахальтен кăна шӳтлесе калаçакан аттепе анне сасартăк куçĕсене чарса пăрахрĕç. Унтан иккĕшĕ те пĕр харăсах пĕрĕхтерсе кулса ячĕç.

Пĕтрĕмĕрех! – ик пĕççине шарт! çапать анне. – Пирĕн Мишша авланасшăн! Курăр-ха эсир ăна! «Те авланас?..» – тесе тăрать, мăнтарăн. Авлантарсан – авланать! Ай, Мишша! Шалт тĕлĕнтерсе пăрахрăн-çке пире. Тутинчен сĕт сарри кайман хăйĕн, ура сырма та пĕлмест-ха. Вăл пур, хĕр пăхма пуçланă, авланас шут тытнă! Мĕн тăвăн айван ачупа?

Эпĕ нихçан курманла намăсланса çунсах кайрăм. Кайран та аттепе аннене куçран пăхма вăтанакан пултăм. Çакăн хыççăн манран килте тахçанчченех кулса пурăнчĕç.