Ача садӗнче

Ялгир Петр Алексеевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Пахча илемĕ

Улăхра

Хӳтлĕх

Шывра

Хуралçăсем

Ача сачĕ ӳстерет

Çумăр хыççăн

Кушак

Кĕр килет

Октябрь уявĕ

Карусель

Вулавçă

Лаша

Тутлă тĕлĕк

Тĕрĕç

Ултă чĕрчун

Кишĕр

Шăши

Чуччу çинче

 

 

ТЕТТЕСЕМ (Агния Барторан)

Лаша

Мишка

Качака таки

Мечĕк

 

 

ĂСЛĂ ПУЛ (П. Вронькоран)

Кукăль

Çамрăк вăкăр

Ӳкерчĕк

Садра

Кĕпер

Лайăх çитĕнме

Йытă

Оркестр

Йĕлтĕрпе

Пулас профессор

Руль тытасшăн

Улатакка

Купăс

Самолет

Музыкантпа мулкачсем

 

КĔСКЕ СĂВĂСЕМ (Самуил Маршакран)

Шăши

Пушмаксем

Тимĕрçĕ

Сăвва вĕçле

Чĕрĕп

Ешĕл туссем

 

КИЛТИ ЧĔРЧУНСЕМ

Пăру

Сурăх

Качака

Сысна

Цирк

Чакак

Тăвайкки

Çилпе йăмра

Заводра ĕçлесшĕн

 

ТУПМАЛЛИ ЮМАХСЕМ

 

Пахча илемĕ

 

Хĕвелçаврăнăш,

Ылтăн пуçлăскер,

Пуринчен те эс

Пахчара чипер.

 

Хĕвелтен илен

Эсĕ илемне,

Шав пире чĕнен

Анкарти енне.

 

Улăхра

 

Ĕç вĕрет хĕрӳллĕн

Анлă улăхра.

Тухрĕ ял иркӳлĕм –

Утă пуçтарать.

Сар хĕвел пĕр шелсĕр

Тӳперен хĕртет,

Курăка вут евĕр

Хăвăрт типĕтет.

 

Пачĕç ак мана та

Пĕчĕк кĕрепле.

Утă пуçтаратăп

Аннепе пĕрле.

 

Фермăна çĕн утă

Çитĕ ак часах.

Выльăх-чĕрлĕх тутă

Пулĕ хĕл каçах.

 

Хӳтлĕх

 

Михала амăшпеле

Пĕрре кайрĕ вăрмана.

Шăпчăка итле-итле

Анчĕç тарăн çырмана.

 

«Ан хăра кунта, анне, –

Тет ача пур кăмăлтан.

Эс манпа пĕрле чухне

Тапăнаймĕ кашаман!»

 

Шывра

 

Кӳлĕ шывĕ янкăр тăрă,

Тĕкĕр евĕр çуталать.

Кашниех кунта халь йăрă,

Вăй вылясшăн пулăлла.

 

Çил вĕрет. Шыв ярăм-ярăм

Хумланса каять инçе.

Хумсене эп ыталарăм,

Ярăнса вĕсем çинче.