Ача чухнехи çăлтăрăм

Ухсай Яков Гаврилович

    

Поэма сыпăкĕ

 

I

Тĕвен çемçе çăмне

Пĕр ырă пушкăрт панă

Ман аттене

Пĕрре

Тим шывĕ хĕрринче.

Анне кĕççе пустарнă,

Ун çинче çуратнă

Мана

Кĕрхи сип-сивĕ

Çур çĕр тĕлĕнче.

 

Таракансем мачча çинче

Çиçсе ялтранă

Пĕр йĕкĕр ывăç

Сарă ылтăн сапнă пек. —

Нумай укçаллă пул! —

Эпи инке ташланă,

Юрланă ватăскер

Чылай çеç сыпнипе.

 

Атте Силпи вăрманĕнче

Касса ÿкернĕ

Хупне сÿме анчах

Хура хурамана.

Унтан сăпка çĕленĕ вăл.

Анне сиктернĕ

Ачашшăн

Манăн лăнкăр-лăнкăр сăпкана.

 

Чирленĕ эпĕ,

Путек сассисене итленĕ,

Анранă армути

Хаяр шывне ĕçсе.

Аттеçĕм хунă пуç айне

Лаша йĕвенĕ,

Телей ыйтса кĕлтунă

Пÿлĕхçе.

 

Пулинччĕ, манăн пепĕккем

Ĕçчен сухаçă!—

Тесе пуççапнă вăл.

Турă умĕнче,

Ана чĕре сури тума пăртакçă

Какай пама

Така пусман вăл хальхинче.

 

Аттеçĕм манăн пулнă

Чеерех хайлаллă,

Ача ятне

Хура така пулман пирки

Вăл каснă пушăтран

Чăнах та мăйракаллă,

Тăват ураллă

Ырă выльăх кĕлетки.

 

Сыхла ача чунне,

Сăвап кÿр эсĕ, турă!—

Тесе атте пăрахнă

Пушăт татăкне,

Юсман икерчĕ те,

Çăра кĕвелнĕ турăх

Тăкса хăварнă

Таса чÿк тăпри çине.

 

Мăкла пăру

Шатра чĕлхипеле çуланă

Вĕри чирте тарланă

Манăн çамкама,

Чÿречерен кĕркелеймен

Хевел вылянă,

Çутатнă

Чăкăт курăк шăтнă урама.

 

Мана

Йÿçенкĕ тĕтĕм антăхтарнă,

Çие тăпра юхтарнă

Хăрăмлă мачча.

Лăстанкă кивĕ кипкере

Ÿссе хăпарнă,

Чăващ турачĕ эп,  —

Вилме пĕлмен ача.

 

Ÿссех пыратăп эп,

Хамах тытатăп кашăк,

Çичче çити

Чухлатăп ентĕ шутлама,

Чипер пĕлетĕп

Хамăр çырмари пăтранчăк

Шывра чул айĕнчен

Кутан пулла тытма.

 

Хăш чух эпир

Юлташсемпе пĕрле кĕретпĕр

Йăмра мĕлки йăваннă

Тарăн авăра,

Пулла кĕпе-йĕмпе

Сĕре-сĕре çÿретпĕр,

Чăматпăр та выртатпăр

Куç уçса шывра.

 

Ултта çитсен

Ăяккалла юлса иртеççĕ

Сиксе чупни те,

Кĕвенте те утланни.

Ачашлăх çук.

Пулатăп эп хирти сÿреçĕ,

Атте тĕрекё,

Щанчăкĕ,

Ĕçчен çынни.

 

Атя, çÿрен лаша,

Чĕлхе пĕлмен чиперĕм,—

Тесе тытма хăтлантăм

Эпĕ мăйĕнчен.

Анчах, чĕрне вĕçне тăрсан та,

Çитеймерĕм,

Сиксен те, çук,

Утланаймарăм хальхинче.

 

Атте мана ачаш çĕклерĕ те,

Утлантăм,

Нихçанхинчен

Телейлĕ туйрăм эп хама,

Сăран йĕнерĕм вырăнне

Тирпейлĕ сартăм

Анне çĕленĕ

Шăлапир сăхманăма.

 

Сÿре хура çĕре чĕрсе

Силленĕ майăн

Мана патша пекех

Ларса пыма хитре.

Лаша çинчен

Çырса ÿкернĕ евĕр лайăх

Куратăп эпĕ

Вăрмана та уй-хире.

 

Хĕрлĕ ăман,

Шап-шур хуртпа кăпшанкă

Пухса ана çинче

Хура курак вĕçет.

Йĕме юратакан

Шĕлинк-шĕлинк шаланкйн

Мĕлки пите те чĕлпĕре

Лексе иртет.

 

Тарланă ут çинче

Шăна-пăван нумаййăн.

Сирме мана

Атте тыттарнă пĕр турат.

Анчах ялан епле-ха

Ĕлкĕрсе пырайăп,—

Ыăй-нăй тăвать,

Тĕтре пек явăнса тăрать.

 

Пĕр çилсĕр антăхать

Йĕри-тавра çанталăк,

Хĕвел унки хăйранă пуртă пек

Çап-çут.

Капланнă шухăша сирсе ярса

Сасартăк

Вĕçсе килет

Шуйттан илесшĕ кукăркут.

 

Лаша тапса сикет.

Айри сăхман йĕнерĕм

Хăпартланса,

Вĕçет кăркка аçи пекех.

Хама тытма пĕлмерĕм эп,

Ăлкĕреймерĕм,

Йăвантăм та,

Амантрăм пилĕке.

 

Сÿре ÿпне килсе

Мана пĕрре тыттарчо,

Пĕрре çапса

Ислетрĕ хул калакĕнчен.

Пуçа вут чĕртнĕ пек

Вĕри туса хăварчĕ,

Хĕлхем йăл-ял туса

Вылярĕ куçсенче.

 

Атте сÿренĕ_чух

Парлак çинче пĕчченçĕ

Выртса ирттертĕм эпĕ

Шăрăхри куна.

Тăварлă тар тумламĕсем

Юхса кĕреççĕ,

Вĕтетнĕ кĕленчен

Касаççĕ юнлă сурана.

 

Суран сурни çинчен

Калас килет пăртакçă.

Çиле-и?

Хĕвеле-и?

Ватă тухтăр иртнĕ пек

Шур çÿçлĕ пĕлĕтсем

Хуллен-хуллен шăваççĕ,

Мĕлкисене туртаççĕ

Пусă çийĕпе.

 

Атте, ĕçне пĕтерсенех,

Мана вырттарчĕ

Сÿренĕ чух пуçтарнă

Курăксем çине.

Йытпыршипе пиçен шăрши

Кантарчĕ

Тусанлă шăрăх сывлăш

Сирĕлнĕ чухне.

 

Шăл çыртрăм эп.

Йртмест сÿре пуçламĕш терчĕ.

Киревсĕр лăнкăр-ланкăр

Лакамлă çулпа

Пырса, шăмма суйланă пек,

Мана сиктерчĕ,

Киле çитерчĕ

Тăнкăр-тăнкăр урапа.

 

Анне мана

Сăпка ачи пекех чĕркерĕ

Вĕри хăмла тултарнă

Хулăм кипкепе.

Хăмла хăвачĕ

Сурана туртса çÿрерĕ,

Ÿте тарлатрĕ

Мунчари пек йĕп-йĕпе.

 

Вăрах тăмарĕ,

__    Килчĕ юмăç карчăк,

Сĕм-суккăр хăй,

Ырхан янахĕ хуп-хура.

Армутипе табак хушнин

Шăрши хăпарчĕ

Ахаль те пăнтăх çапнă

Пăчă сывлăшра.

 

Килле кĕмен-тĕр

Çавăнпа кĕпи таврашĕ,

Хуралса чĕнленнĕ

Кирёк ларнипе. —

Тăрса юлман-и сирĕн

Пĕлтĕрхи хур ашĕ? —

Тесе ыйтать вăл

Шăлсăр селĕп чĕлхипе.

 

Чăнах та пур-тăр

Типĕ самăр хур какайĕ

Пуянсен.

Чĕпсем кăна-ха пирён пур.

Кĕрхи каю çерем çинче

Вĕçсе какалĕ

Тăватă уйăхран

Пĕр ушкăн пирĕн хур.

 

Вилес шăпи тухмасăр юлнă

Ватă карчăк

Мана чĕртесшĕн

Тытнă кукăр турчăка.

Ăна вăл вучахра хĕртсе

Шывра шăварчĕ.

Çĕр çăттăр

Ун пек анкă-минкĕ карчăка!

 

Шыва вĕрет, унта сурать,

Вара пĕр алтăр

Пырса парать

Хура чĕрнеллĕ аллипе.

Сыв пултăр пурнăç!

Йĕрĕх пĕттĕр!

Аншăрт кайтăр!—

Тесе ĕçсе яратăп

Эпĕ пĕтĕмпе.

 

Мăрье мĕлки пек

Арăш-пирĕш çÿçлĕ юмăç

Унта ÿкернĕ сурчăкне

Ĕçетĕп йĕрĕнсе.

Вилес килмест-çке манăн.

Сывă пултăр пурнăç!

Пĕр ешĕл курăк та

Ан хăртăр ĕнтĕхсе!

 

Ирхи хĕвел çути

Пÿрте кĕрсе çутаттăр,

Çиçсе çÿретĕр вăл

Мăян çăкри çинче,

Мăян çисе ÿсен ачасене

Йăпаттăр,

Вĕсен ÿтне тултартăр

Ĕмĕтлĕ тĕнче!

 

Лаша пирки чирленĕрен

Лаша тăкакĕ

Ярса пăтратнă

Ăрăм шыв тата

Мана парасшăн юмăç.

Мăшкăлтăк пылакĕ

Ĕçсе выртма

Хура тусан-и эп кунта?

 

Умран çухалтăр

Йерĕнчĕк ватсупнă карчăк,

Пăрахтăр шыв çине

Куçри пÿрне тăкма!

Ача чухне

Хам тÿснĕ инкеке сасартăк

Сирсе яма

Уçатăп эпĕ куçăма.

 

Вăран, çунатла çамрăк

шухăшăм.

Ан çывăр,

Ан вырт

Шапа лĕкки пек симĕс

сĕрĕмре!

Сана ялан курасшăн эп,

Чăваш çĕршывĕ,

Уяв тĕлне тумланнă

Хĕр пекех хитре.

 

 

Ÿте таçта çухатнă пек

Çăп-çăмăл эпĕ,

Хирте яри утса

Йÿле яратăп çухана.

Хурт-хăмăр утарне-и,

Улăха кĕреп-и —

Чулсем те хавасланнăн

Туйăнать мана.

 

Кунти тусан пĕрчи те

Питĕ хаклă маншăн:

Тен, выртнă вăл

Тахçан атте ани çинче,

Ыраш ÿстернĕ ман ÿте

Кервен тăвасшăн,

Тен, пулнă

Эпĕ çакă çĕмĕрт çырлинче.

 

Сăртран пăхатăп та —

Выртса ман пуç таяс-ши —

Мана пăхса ÿстернĕ

Аслă Силпире

Пиншер шур акăш ларнă пек

Çырма таврашĕ

Тăрать ирхи тĕтре пек

Шурă çеçкере.

 

Ун хĕрринче

Çăра çаран çилпе ачашшăн

Ыталанса хум хыççăн хум

Кустарнă чух

Ачалăх тĕнчине

Пĕрре кайса курасшăн,

Пĕлместĕп эпĕ,

Темшĕн ăнтăлать ман чун.