Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Давыдов-Анатри Василий Иванович Книга: Ӳссен эсĕ кам пулан? Стихотворение: Çăткăн кашкăр Кашкăр çитнĕ выçăхса, Выртнă шăлне шаккаса. Янтă апат тупăнман, Ниçта чĕр чун курăнман. «Килсех апат парас çук, – Чуптарам-ха вăй пур чух», – Ял еннелле васкасах Кашкăр чупать хашкаса. Кĕç пĕр çӳрен ăйăра Курах каять улăхра. Хайхи кашкăр савăнать, Лаша патне ыткăнать: – Хырăм питĕ выçă ман, Халь çиеп сана, ăнман. Кашкăр шак! шаккать шăлне, Ваш! карать мăн çăварне… Çӳрен ăйăр хăрамасть, Унран тарма шутламасть: – Эсĕ çиессе пĕлетĕп, Çавăнпах хӳрем вĕçне, Эсĕ кайса вулан пуль тетĕп. Пĕл унта мĕн çырнине, Кайран ман тăвансене Тĕппипе пар каласа… Кашаман хаваслансах Хӳре патне уттарать. Лаша пур вăйне пухса Шарт! тапать те кашкăра, Лешĕ вĕлт çеç ывтăнать, Кутăн-пуçăн çапăнать. Хыççăнах сиксе тăрса Вирхĕнет çил кăларса. Хайхискер чупсан-чупсан Çырмана тухать пырса. Çырмара тăр шыв еçсе Вăкăр-мĕн тăрать сĕнксе. Хайхи кашкăр савăнать, Вăкăр патне ыткăнать. Шăртланса, хаярланса Вăл çапла калать ăна: – Манăн хырăм выçнă питĕ, Эп сана çиетĕп, çитĕ, Тек сăмах-юмах ан пултăр, Манăн хырăм кăна тултăр... – Пӳрнинчен иртеймĕн тин, – Тет вăкăр – тăхта, эппин. Пуç çинче ик шĕврешке Пур ман, сенĕк майлăскер, Пăх-ха эсĕ ун çине, Вуласам мĕн çырнине. Кашкăр пынă пуç вĕçне. Вăкăр пухнă та вăйне Сĕкнĕ çăткăн кашкăра, Хĕм кăларнă куç-пуçран. .. …Кашкăр хыççăн сăр тусан Юлчĕ тет мăкăрланса Выçă хырăм кастарать, Шав апат шыраттарать. Ак тухать вăл уçланка, Унта пĕр хура така Нимĕн шухăшсăр çӳренĕ Ешĕл курăкпа килленĕ Хайхи кашкăр савăнать Така патне ыткăнать: – Манăн питĕ хырăм выçă, Темĕн те пĕр курнă хыççăн, Эп сана çиетĕпех, Тăмăп анраса техех. Хăрамасть хастар така, Тинкерет вăл уçланка. – Ӳтĕм-тирĕм питĕ хулăн, Чăмласа чылай хĕн курăн, – Тет така выç кашкăра. – Çăварна кар пысăкрах, Сан ăшна вара чупсах Кĕрсе кайăп самантрах. Ларать кашкăр çĕр çине, Карать тĕпсĕр çăварне. Ак така чакать, чакать, Пĕтĕм вăй-халне пухать. Вирхĕнет кашкăр çине, Лаш! çурать ун хырăмне. Юмах ятăм, юптартăм, Алăк хăлăп тыттартăм. Çĕн юмах итлес тесен Килсе тăрăр каçсерен. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.